Ядринский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Етĕрне муниципаллă округĕ

«Чăваш хĕрарамĕ» хаçат ĕçченĕсем – Палтайри вулавăшра

«Чăваш хĕрарамĕ»  хаçат ĕçченĕсем – Палтайри вулавăшра

«Чăваш хĕрарамĕ» хаçат ĕçченĕсем Палтай ялне ĕçлĕ тĕл пулупа килсе кайрĕç. Палтайри вулавăша пуçтарăннă халăхпа Ирина Иванова, Марина Тумаланова корреспондентсем чăваш хĕрарăмне канăçсăрлантаракан ыйтусене сӳтсе яврĕç. Палтай ялĕн пуян историне тишкернĕ хыççăн «Чăваш хĕрарамĕ», «Хыпар» хаçат, «Тăван Атăл» журналăн çĕнĕ кăларăмĕсенчи рубрикăсемпе паллаштарчĕç, вулавăша парнелерĕç. Сергей Журавлев фотокорреспондент ял халăхне Пичет çуртĕнче вырнаçнă Чăваш ен тăрăхĕнчи фотокорреспондентсен музейне пырса курма йыхравларĕ. Палтайри вулавăш историне пуянлатма пирĕн тăрăх çинчен хăй ӳкернĕ ĕçсене кӳрсе килме шантарчĕ. Тутлă кукăльпе сăйланнă хыççăн хăнасем Палтайри вăтам шкула çул тытрĕç.

Н.В. Серебрякова



20 марта 2019
09:21
Поделиться