Етĕрнери 2-мĕш вăтам шкулта «Сăр ен» халăх фольклор ушкăнĕ чăвашсен хушшинче анлă сарăлнă «Улах» вăйă ирттернине кăтартрĕ
Чăваш халăхĕн ĕлĕкхи культурипе паллаштарас тĕллевпе, Театр çулĕ пулнăран, чăваш чĕлхипе литература эрни пынăран Етĕрнери 2-мĕш вăтам шкулта «Сăр ен» халăх фольклор ушкăнĕ чăвашсен хушшинче анлă сарăлнă «Улах» вăйă ирттернине кăтартрĕ. Унăн ертÿçи – Юлия Ерăмкина, купăсçи – Иван Любимов. Вĕсем иккĕшĕ те Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕсем.
Улаха кĕркунне тырă вырса, авăн çапса пĕтернĕ хыççăн ларма пуçланă. Çамрăксем пĕр-пĕр киле пухăнса юрланă, ташланă, сăвă-такмак каланă. Хĕрĕсем кĕнчеле арланă, алсиш-нуски çыхнă, тĕрĕ тĕрленĕ. Ĕлĕкхи вăхăтра улах ларма тухсан хĕр вăрлани йăлара пулнă. «Сăр ен» ушкăна çÿрекенсем çак ламран-лама куçса пыракан йăла- йĕркене кăтартрĕç. Çулĕсемпе аслă, чунĕсемпе çамрăк, илемлĕ чăн чăваш тумне тăхăннă, чăваш йăли-йĕркине упракансем сцена çинче хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Сăкăт Ваньки, Ефимов Иван Петрович- чăваш чĕлхи, тăван кĕтес çинчен çырнă сăвăсем вуласа кăмăла çĕклерĕ.
«Сăр ен» халăх фольклор ушкăнне çÿрекенсем çинчен тĕплĕнрех пĕлес тĕллевпе 10-мĕш класра вĕренекен Айдак Агнесса «Пурнăç тăрăх юрăпа» электронлă презентаципе паллаштарчĕ. Куракансем паянхи уявпа кăмăллă юлчĕç.