Ядринский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Етĕрне муниципаллă округĕ

Валерий Муравьевăн «Çылăхлă арçын» романĕ – чи вулакан проза çĕнтерӳçи

Валерий Муравьевăн «Çылăхлă арçын» романĕ – чи вулакан проза çĕнтерӳçи

   Чăваш чĕлхи эрнинче тĕрлĕ уяв иртет республикăра. Вĕсенчен чи палăртулли «Вулакан Чăваш ен» литература конкурсĕ. Çулсерен иртекен конкурса кăçал та чаплă лару-тăрура палăртрĕç. Чи малтан çулталăкри чи вуланакан кĕнеке çĕнтерӳçисене ултă номинацире чысларĕç. Конкурса тăратнă 162 автортан Етĕрне районĕнчи Палтай ялĕнче çуралса ӳснĕ Валериан Венедиктович Муравьевăн «Çылăхлă арçын» романĕ «Проза» номинацире чăвашла çыракансем хушшинче çĕнтерӳçĕ ята тивĕçрĕ.

    Шел, Валерий Муравьев çак савăнăçлă хыпара пирĕнпе пайламасть, апла пулин те вăл тунă ырă ĕçе халăх яланах хаклĕ. Ентешĕсемшĕн вара çак çĕнтерӳ Чăваш чĕлхи эрнинче чăн-чăн парне.



25 апреля 2019
08:05
Поделиться