Ядринский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Етĕрне муниципаллă округĕ

ЯРАКАССИСЕМ ПРЕЗИДЕНТА КĔТЕÇÇĔ.

НИКОЛАЙ Федоров ку тăрăхра, Етĕрне районĕнчи "Ленинская искра" хуçалăха кĕрекен ялсенче, пĕрре мар пулнă. Анчах Яракассисем патне çитеймен. "Пирĕн ял çав тери хăйне евĕрлĕ, кунашкалли республикипе те урăх çук", - теççĕ вĕсем.
Çак кунсенче пĕчĕк ял республикăра иртекен "Чи лайăх ял" конкурсра "Хăйне евĕрлĕ ял" номинацире çĕнтерсе, Раççей Ял хуçалăх министерстви ирттерекен конкурса хутшăнма тивĕçлĕ пулнă. Яракассинче хăнара пулса курнисем çак ял чăнах та хăйне евĕрлĕ пулнине çирĕплетме пултараççĕ.
Ял варринче - шкул. Данилов купсасем XIX ĕмĕрте туса лартнă çуртра вырнаçнă вăл. Унçумĕнчи уйрăм çуртра - "Ĕçпe çap мухтавĕн музейĕ". Ял хĕрринче - вăрçăра вилнисене тата тылра ĕçленисене халалланă мемориал комплексĕ. Кунтах - парк, вăрçă хирĕнче яланлăхах юлнисен ячĕсене бетон плита çине çырнă, кашнин ячĕпе чăрăш лартнă.
Спорт вăййисем вылямалли лаптăка тинтерех çĕнетнĕ: картисене юсаса сăрланă, волейбол сетки карнă.
Яракассисем халиччен те хăйсен ялне тирпей-илем кĕртсех тăнă. Конкурса хутшăнас тесе тата та тăрăшнă. Урамсене тирпейленĕ, мемориал комплексĕ патне çити асфальт сарнă. Мăн Шемертен ял администрацийĕн активисчĕсем çуркуннеренпе, конкурс çинчен пĕлтернĕренпе, канăç çухатнă. Шыракан тупать тенĕн, Яракассисене пулăшас текенсем те тупăннă. Етĕрне райповĕ ял лавккине тĕпрен юсаса çĕнетнĕ, "Ленинская искра" транспорт, укçа-тенкĕ уйăрнă.
Раççей конкурсĕнче те çĕнтересшĕн хăйне евĕрлĕ ялта пурăнакан чăвашсем. Çĕнтерỹçĕсене тивекен укçа-тенкĕ /тăватă номинаци тăрăх - 50 миллион тенкĕ/ те ытлашши пулмĕ. Яракассисем тепĕр урама асфальт сарасшăн, шкул йĕри-тавра карта тытасшăн, музее анлăлатасшăн.
Халĕ вара вăсем Президент патне çыру çыpaççĕ. Хăнана чĕнеççĕ.



"Хыпар"
14 августа 2004
00:00
Поделиться