Ядринский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Етĕрне муниципаллă округĕ

Юбилей Т&#277лне -Конкурс

ЕТĔРНЕ районе йĕркеленнĕренпе кăçдал 80 çул çитет. Юбилей тĕлне вырăнти радио «Етĕрне районĕ çинчен çырна сăвă» тата «Етĕрне районĕ çинчен хывнă юрă» ятпа харăсах икĕ конкурс йĕркелет. Вĕсене шкул ачисем те, аслисем те хутшăнма пултараççĕ. Çĕртме уйăхĕн пĕрремĕшĕччен сăвă-юрăсене район администрации халăха информаципе тивĕçтерекен пая çитермелле. Чи лайăх хайлавсен авторĕсене радиопа калаçтарĕç тата парнесемпе хавхалантарĕç. Паллах, тăван район çинчен хывнă сăвă-юрă районти радиопа çулталăкĕпех янăрĕ. Конкурса республикăра пурăнакан Етĕрне районĕнче çуралса ỹснĕ çынсем те хутшăнма пултараççĕ.



"Хыпар"
19 января 2007
00:00
Поделиться