Ядринский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Етĕрне муниципаллă округĕ

Ял хуçалăх специалисчĕсене хатĕрлеççĕ

Çĕр çинче тĕрлĕ професси пур, кирлине суйласа илме çăмăл мар. Çак ыйту çамрăксене те, ашшĕ-амăшне те шухăшлаттарать. Етĕрнери пуçламaш професси пĕлĕвĕ паракан 25-мĕш лицей коллективĕ ку енĕпе тĕллевлĕ ĕçлет.

Кунта ял хуçалăхĕнчи тракторист-машинист, автомеханик, повар-кондитер, строительствăри мастер специальноçĕсене алла илме пулать. Кăнтăрлахи уйрăмрисем çăмăллатнă условисемпе усă курса хушма пĕлÿ паракан центрта тепĕр профессие те хăнăхаççĕ. Пĕлтĕр лицейрен вĕренсе тухнă 159 çамрăкран 91,4 проценчĕ икĕ е ытларах профессипе квалификаци илнĕ. Хальхи вăхăтра лицейре 289 çамрăк вĕренет, 31 педагог ĕçлет, вĕсенчен 81 проценчĕ аслă тата пĕрремĕш категориллĕ. Пурлăх никĕсĕ юлашки çулсенче самаях çирĕпленнĕ. Пуçламăш професси пĕлĕвĕ паракан вĕренÿ учрежденийĕсен тытăмĕнчи çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртме те услови çителĕклĕ. Сăмахран, компьютер класĕ, 6 вĕренÿ мастерскойĕ, 2 лаборатори, спорт залĕсем, библиотека, акт залĕ, хăтлă столовăй пур, ял хуçалăх техники те сахал мар. Вĕренекенсем кунне виçĕ хут вĕри апат çиеççĕ, тăлăхсемпе хевтесĕр çемьесенчи ачасем тăватă хут апатланаççĕ. Общежитире пурăнма хăтлă.

Етĕрне районĕнчи вĕренÿ учрежденийĕсемпе çыхăну çирĕп. Лицейре 2007 çултанпа шкул ачисене профиль енĕпе вĕрентессине йĕркеленĕ. «Малашне вĕренÿ тытăмне улăштарни ку тĕлĕшпе çĕнĕлĕхсем кĕртĕ. Сăмахран, пуçламăш професси пĕлĕвĕ параканнисемпе вăтаммисене пĕрлештерсе икĕ шайри техникумсемпе колледжсем туса хурасшăн. Пĕрремĕш шайра çамрăксем рабочи специальноçĕсене вĕренеççĕ. Иккĕмĕшĕнче вăтам професси пĕлĕвĕпе автомашинăсемпе ĕçлекен техник, строительствăри мастер, бухгалтер тата экономист квалификацине илеççĕ. Хальлĕхе республикăра тата Чулхула облаçĕнче ку енĕпе пĕрремĕш утăмсем тунă та», - терĕ Олег Паликин директор.

Вăрттăнлăх мар: юлашки çулсенче тĕрлĕ шайри вĕренÿ учрежденийĕсенчен вĕренсе тухнă çамрăксем ĕç тупаймаççĕ. Лицей çак ыйтăва та тивĕçлĕ шайра татса панă. Етĕрне, Хĕрлĕ Чутай, Муркаш тата Элĕк районĕсенчи 30 ытла предприятипе квалификациллĕ рабочисем хатĕрлес енĕпе килĕшÿ тунă. Вĕренекенсем çÿлерех асăннă районсенче стажировкăра тата практикăра пулаççĕ, суйласа илнĕ специальноçпа ĕç вăрттăнлăхне алла илеççĕ, професси ăсталăхне туптаççĕ.

Юлашки çулсенче лицейри педагогсемпе вĕренекенсем тĕрлĕ шайри конкурса хутшăнса тăтăшах çĕнтереççĕ. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче химипе биологи преподавателĕ Ольга Филиппова республикăри педагогсен професси ăсталăхĕн «2010 çулхи профессионал» конкурсĕн çĕнтерÿçи пулнă.

2010 çулта Етĕрнере пулас автомеханиксен хушшинче професси ăсталăхĕ енĕпе республикăри олимпиада иртнĕ. Унта професси паракан сакăр вĕренÿ учрежденийĕсен представителĕсем хутшăннă. Олимпиадăра кунта вĕренекен Сергей Захаров çĕнтернĕ. Педагогсемпе мастерсем çамрăксене тарăн пĕлÿ пама тăрăшаççĕ.

Кăçал лицей 60 çул тултарать. Паллă куна коллектив ĕçри çитĕнÿсемпе кĕтсе илме хатĕрленет. Вĕренÿ заведенийĕн корпусĕсене юсаса çĕнетнĕ, территорие тирпейленĕ, вĕренÿ полигонне йĕркене кĕртнĕ. Çĕнĕрен 6 единица техника туяннă.

Лицей патшалăхăн çамрăксене ялта хăварас программине пурнăçа кĕртессипе курăмлă ĕçлет, яла пысăк квалификациллĕ специалистсемпе тивĕçтерме тăрăшать. Хальлĕхе республикăри аграри секторĕнче çак ыйту çивĕч. Ахальтен мар лицей ертÿçисем çамрăксене тăван çĕре, суйласа илнĕ специальноçа юратма вĕрентеççĕ. Пĕрремĕш курсранах механизаторсем уй-хире тухаççĕ, çĕр ĕç технологине ăша хываççĕ. Вĕренÿ учрежденийĕн 225 га çĕр лаптăкĕ пур. Пĕрлехи вăйпа кĕрхи тата çурхи культурăсене тата нумай çул ÿсекен курăксене акаççĕ. Олег Валентиновичăн тĕллевĕ - вĕренекен хăш районта çуралса ÿснине кура практикăна ярасси. Çавăн чухне тăван ен туртăмĕ вăйланĕ, ытларахăшĕ алла специальноç илсен та çавăнтах таврăнĕ тет директор.

Вĕрентÿпе воспитани ĕçĕнче тĕрлĕ меслетпе усă кураççĕ. Занятисемсĕр пуçне çамрăксем кружоксене çÿреççĕ, спортпа туслашаççĕ, художество пултарулăх коллективне хутшăнаççĕ. Юлашки çулсенче спортра та çитĕнÿ сахал мар. Тренировкăсене ирттерме условисем çителĕклĕ. Вĕренекенсен футбол команди районта кăна мар, республикăра та вăйлисен йышĕнче.

Педагогсемпе вĕренекенсен хорĕ халăхра музыкăна, культурăпа искусствăна сарассипе, чун пуянлăхне туйма пулăшассипе тĕллевлĕ ĕçлет. Иккĕмĕш çул Етĕрне районĕнчи пултарулăх коллективĕсен хушшинчи смотр-конкурсра пĕрремĕш вырăн йышăнать. Кунта Олег Паликин директорăн тÿпи пысăк. Вăл çак ĕç пысăк йыша пĕр тĕвве çыхмалли мелсенчен пĕри пулнине палăртать. Олег Валентиновичăн ĕç биографийĕ çамрăксемпе çыхăннă. Маларах комсомол райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ, полици сотрудникĕ, культура пайĕн пуçлăхĕ пулнă. «Пирĕн çамрăксене пурнăç çулĕ çине çирĕппĕн тăма пулăшмалла», - тет вăл.



"Хыпар"
08 июня 2011
00:00
Поделиться