Ядринский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Етĕрне муниципаллă округĕ

Халăх ыйтăвне туллин тивĕçтермелле

image #2241Иртнĕ шăмат кун республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Етĕрнере пулчĕ

Малтан вăл К.В.Волков ячĕллĕ район больницин ĕçĕпе паллашрĕ. Владимир Кузьмин тĕп врачпа медицина ĕçченĕсем васкавлă пулăшăва мĕнле йĕркелени çинчен каласа пачĕç. Сăмахран, васкавлă пулăшăвăн 4 бригади талăкĕпех ĕçлени халăха сиплевпе вăхăтра тивĕçтерме май парать. Терапи уйрăмĕнче электрон регистраци тытăмĕпе усă курни те паха. Чи кирли - чирлисем çак мелпе усă курса республикăн клиника больницинчи уйрăм специалистсем патне çырăнма пултараççĕ.

Етĕрне больници Раççей шайĕнчи иккĕмĕш тытăмри травмоцентр шутланать. Михаил Игнатьев унпа та кăсăкланчĕ. Юлашки çулсенче çул-йĕр çинче аварисен шучĕ ÿснĕ май çынсем аманнă тĕслĕх нумайланни палăрать. Етĕрнере çак центра уçни вырăнлă, инкеке лекнисене вăхăтра пулăшма май пур. Ку енĕпе Раççейре сывлăх сыхлавĕн ĕçне модернизацилеме йышăннă программăн витĕмĕ пысăк. Унпа килĕшÿллĕн Етĕрне больници валли 25 миллион ытла тенкĕ укçа уйăрма палăртнă. Владимир Кузьмин иртнĕ çул килнĕ укçа-тенкĕпе çĕнĕ оборудовани туянни медицинăри çĕнĕлĕхсене тĕллевлĕн пурнăçа кĕртме витĕм кÿнине пĕлтерчĕ. Реанимаци уйрăмĕн заведующийĕ Сергей Чугунов вунă çул каялла кун пек пысăк шайри больницăра ĕçлессе ĕмĕтленмен те. Унăн шухăшĕпе - Етĕрнери сыватмăш чирлисене тивĕçлĕ медицина пулăшăвĕ парас енĕпе республика клиникисенчен нимĕнпе те кая мар.

Хальлĕхе больницăра хăш-пĕр специалистсем çитмеççĕ. Çак ыйтăва татса парассипе Владимир Кузьмин тĕллевлĕ ĕçлет. Вăл кăçал района 6 çамрăк специалист килме кăмăл тунине асăнчĕ. «Енчен те тĕп врач коллективра ĕçлĕ атмосфера тусан çамрăксем кунта ĕçлеме килеççех. Патшалăх çамрăк специалистсене тивĕçлĕ пулăшу парас çул-йĕре палăртрĕ. Эпир те ку программăсене пурнăçа кĕртме майсем туса паратпăрах» - терĕ Михаил Игнатьев. Пуçлăх шурă халатлисен ĕç укçи шайĕпе, хавхалану пайĕнчен мĕнле хушса тÿленипе кăсăкланчĕ, ыйтусене хуравларĕ.

Михаил Игнатьев Етĕрнере пĕлтĕр тума пуçланă сĕт-çу заводне çитсе курчĕ. Ĕçсем ăнăçлă пыраççĕ, строительсем объекта кăçалхи раштав уйăхĕнче хута ярассишĕн тăрăшаççĕ. Кунта 250 ĕç вырăнĕ пулĕ, талăкра 200 тонна сĕт тирпейлĕç. «Çĕнĕ заводăн пĕлтерĕшĕ районшăн кăна мар, республикăшăн та пысăк. Чи малтанах - çĕнĕ ĕç вырăнĕсем пулĕç. Ял хуçалăхĕнче туса илекен продукцие Етĕрнепе юнашар вырнаçнă районсем кăна мар, кÿршĕ облаçсем те меллĕ вырнаçтарма пултарĕç. Продукци кăларассине ÿстернĕ май тивĕçлĕ ĕç укçи те илĕç. Иккĕмĕшĕ - тирпейлекен промышленноçра юлашки 15-20 çулсенче кун пек объект туман-ха. Етĕрнери сĕт завочĕн ертÿçисене кунта кăларнă продукцие республикăра кăна мар, ун тулашĕнче те сутма сĕнесшĕн», - терĕ вăл.

Продуктсен хакĕсем пирки Етĕрнери професси паракан 25-мĕш лицейре çивĕч калаçу пулчĕ. Вĕрентÿ ĕçĕпе паллашнă май республика Пуçлăхĕ вырăнти пенсионерсемпе тĕл пулчĕ. Вĕсем лицейре компьютерпа усă курас ăсталăха алла илнĕ. Аслă ăру çыннисем виçĕ уйăхра Интернета тухма, тĕрлĕ программăпа ĕçлеме вĕреннĕ. Хисеплĕ ватăсем сывă пурнăç йĕркине çирĕп пăхăнаççĕ, общество пурнăçне хастар хутшăнаççĕ. Ветерансем «Калинка» ансамбле çÿреççĕ, «Присурье» физкультурăпа сывлăх комплексĕнче вăй-хала çирĕплетеççĕ. «Пирĕн нихçанхинчен те хастар пулмалла. Ырă тĕслĕхпе çамрăксене ертсе пымалла», - терĕç вĕсем пĕр шухăшлăн. Ватăсене пăшăрхантаракан тĕп ыйту – апат-çимĕç хакĕсем пысăк пулни. Михаил Васильевич çакна хулари çул хĕрринче вырнаçнă суту-илÿ точкине кĕрсен хăй те асăрхарĕ. Хăш-пĕр таварăн хакĕ пысăккине палăртрĕ.

Етĕрнери культура çуртĕнче район активĕпе тĕл пулу иртрĕ. Кунта районăн иртнĕ çулхи ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕç, малашлăх тĕллевсене палăртрĕç. Республика Пуçлăхĕ суту-илÿ точкисенче социаллă продуктсен хакĕсене ÿстерме чарассипе тивĕçлĕ мерăсем йышăнма сĕнчĕ. Пухăннисем умне конкретлă тĕллевсем лартрĕ. Çывăх вăхăтра пурнăçлама сĕннĕ ыйтусенчен пĕлтерĕшлисем: шанчăклă инвесторсене явăçтарса пурăнмалли çурт-йĕр тăвассине хăвăртлатмалла, пĕчĕк тата вăтам бизнеса активлă явăçтармалла, патшалăх пулăшăвĕпе усă курассине вăйлатмалла тата халăха ĕçпе тивĕçтерессине тĕллевлĕрех пурнăçламалла. Ял хуçалăхĕ пирки уйрăммăн чарăнса тăчĕ. Юлашки çулсенче районта мăйракаллă выльăх шучĕ палăрмаллах чакни тата ял хуçалăх çĕрĕсене пусă çаврăнăшне кĕртессипе çителĕксĕр ĕçлени шухăшлаттарнине палăртрĕ. «Çĕр-шыв ертÿçисем ял хуçалăхĕ шăрăх çанталăка пула тÿснĕ тăкаксене саплаштарма пысăк пулăшу пачĕç. Пĕтĕмĕшле тăкаксене 45 процент саплаштарма витĕм кÿчĕç. Халĕ хресчен /фермер/ хуçалăхĕн юхăмне аталантармалли проект старта тухрĕ. Правительство агропромышленноç комплексне аталантарма паракан çăмăллăхсене малашне те упраса хăварма шантарать», - терĕ. Вăл тимлĕх, уççăнлăх тата тĕрĕслĕх влаç тытăмĕнчисене халăхпа ĕçленĕ чух тĕп вырăнта пулмаллине тепĕр хут аса илтерчĕ.

 Юлия МАРЕЕВА



"Хыпар"
07 февраля 2012
00:00
Поделиться