Ядринский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Етĕрне муниципаллă округĕ

Учащаяся 5 класса МБОУ «Верхнеачакская СОШ им. А.П.Айдак» И. Ястребова стала призёром республиканского конкурса ораторского мастерства «Упрар тăван чĕлхемĕре»

Учащаяся 5 класса МБОУ «Верхнеачакская СОШ им. А.П.Айдак» И. Ястребова стала призёром республиканского конкурса ораторского мастерства «Упрар тăван чĕлхемĕре»

Этот конкурс проводился среди школьников республики с целью выявления и поддержки талантливых детей в области ораторского искусства. И. Ястребова проявила себя на этом конкурсе как настоящий талант, поразив жюри и зрителей своим умением выразительно выступать перед аудиторией.

Поздравляем с заслуженной победой и желаем ей дальнейших успехов в области ораторского искусства! Также благодарим Г.В. Максимову за её труд и усердие в подготовке ученицы к конкурсу.

Раççейри Çемье çулталăкне тата Чăваш Енри Экологи культури тата çут çанталăкпа перекетлĕ усă курмалли çулталăка халалланă оратор ăсталăхĕн конкурсĕ иртрĕ. Конкурса муниципалитет тапхăрĕнче мала тухнă 5-6-мĕш классенче вĕренекен ачасем хутшăнчĕç.

Конкурса хутшăнакансем «Туслă çемьере – ăс, вăй, малашлăх», «Çут çанталăка упрасси – кашнин тивĕçĕ» темăсемпе калаçнă видеоматериал ярса пачĕç. Жюри видеокалаçусене пăхса тухса конкурсăн çĕнтерӳçисемпе призёрĕсене палăртрĕ.

Конкурс икĕ тапхăрпа иртрĕ: муниципалитет тапхăрĕ тата республика тапхăрĕ. Конкурсăн пĕрремĕш тапхăрне Чăваш Республикинче тата ун тулашĕнче вырнаçнă вĕренӳ организацийĕсен 5-6-мĕш класĕсенче чăваш чĕлхи вĕренекен кашни ача хăй кăмăлĕпе хутшăнма пултарчĕ. Иккĕмĕш тапхăра хутшăнма муниципалитет шайĕнче мала тухнă 60 ачана ирĕк пачĕç. Вĕсен шутĕнче Пушкăр Республикин, Тутар Республикин, Ульяновск облаçĕн шкулĕсенче вĕренекен 10 ача пулчĕ.

Ачасем хăйсем калакан текста, тĕпрен илсен, аван пĕлеççĕ. Камера умĕнче калаçас хăнăху аталанса пыни курăнать. Артистла тыткалама тăрăшни сисĕнет, анчах та ку сайра ачан пулать. Аслисем ятарласа хатĕрленĕ ачасем хăйсене ирĕклĕн тытма, лайăх калаçма пултараççĕ. Çавăнпа малашне учительсем конкурса пысăк ответлăхпа хутшăнасса шанатпăр.

Конкурса хутшăнакан ачан йышăннă правилăсене пăхăнса, грамматика йăнăшĕсемсĕр, тĕрĕс те илемлĕ, кирлĕ интонаципе хăй суйласа илнĕ темăна уçса памалла пулнă. Текста пăхса вуламасăр каласа пама пĕлмелле. Конкурсантсем хушшинче пĕтĕм текста тенĕ пекех вуласа паракансем пулчĕç. Хумханнипе çухалса кайма пулать, çавăнпа хутран-ситрен текст çине пăхса илнине жюри пайташĕсем тиркемерĕç, анчах та вуласа кăтартни уççăн курăнакан ачасен ĕçне хакланă чух балсене чакарчĕç. Ачасем хушшинче текстăн шухăшне ăнланмасăр, суя пафоспа вуланисем пулчĕç, аслисен çакна та асăрхамалла.

Ачасен тавра-курăмĕ аталантăр, çын умĕнче тухса калаçас хăнăху пултăр тесен илемлĕ литература ытларах вулама хăнăхтармалла, хайлавсене рольпе вулаттармалла, текстăн шухăш тĕшшине тупма вĕрентмелле.

Çамрăк ораторсем пурте пултаруллă, вĕрентекенсен вĕсене кăшт ытларах тимлĕх уйăрмалла, вара вĕсенчен халăх умне тухса илемлĕ калаçма пултаракан, камерăран вăтанман чăн-чăн сцена ăстисем пулĕç. Малашнехи конкурссенче те хутшăнма йыхравлатпăр, пурне те ăнăçу сунатпăр!

Çĕнтерӳçĕсем Чăваш Республикин Вĕренӳ министерствин дипломне тивĕçрĕç. Конкурсăн республика тапхăрне хутшăннă кашни ачана Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕн сертификатне пама ыйшăннă.



07 марта 2024
08:52
Поделиться