Етĕрне хулине никĕсленĕренпе - 415, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çĕнтерỹпе вĕçленнĕренпе 60 çул çитнине халалласа районта çак кунсенче халăх пултарулăхĕн смотр-конкурсĕ пуçланнă. Ăна район администрацииĕн пуçарăвĕпе йĕркеленĕ. Ырă тĕслĕх кăтартса раиадминистраци ĕçченĕсен хорне те йĕркеленĕ. Янăравлă саслă юрăçсем те «пытанса» пуçăннă иккен вĕсен хушшинче: экономика пайĕн пудлăхĕн Л.Ефремовăн, ЗАГС уйрăмĕн ертỹçин Т.Яранскаян, халăха вĕрентес ĕç управленийĕн ертỹçин А.Филимоновăн пултарулăхĕпе куракансем кăмăллă юлнă.
Смотр-конкурс вара малалла пырать. Юрлас текен талантсем татах та тупăнĕç-ха.
Пуçлăхсем те юрлаççĕ.
Дополнительно
02 февраля 2005
00:00
"Хыпар"